За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧĂВАШ ТĔРРИ-ЭРЕШĔ КАХАЛСЕНЕ ЮРАТМАН

22 августа 2008 г.

ÇĔМĔРЛЕ тăрăхĕнче хутăш халăх теес килет, чăвашсемпе пĕрле вырăссем те, ирçесем те пурăнаççĕ. Турисем кăна та мар, анат енчисем те нумай. Кунта чăвашсем 18-19-мĕш ĕмĕрсенче Сĕнтĕрвăррипе Куславккаран куçса килнĕ.

Çавăнпа та кĕвви-юрри, тĕрри-эрешĕ хăйне евĕр. Вăрман çумĕнче пурăнакан халăх ĕлĕкрен пуян шутланнă. Ку тăрăхрисем ыттисем пекех малтан тăмран савăт-сапа туса пурăннă пулсан кайран йăлтах йывăç çине куçнă. Йывăç савăт-сапа, эрешлĕ чÿрече хашакĕсем ăсталасси çак енче халĕ те манăçа тухман-ха. Аваллăха упраса хăварма тăрăшни, асатте-асанне йăли-йĕркине, атте-анне чĕлхине малти вырăна хуни хăй пысăк пуянлăх мар-и-ха?

Ытлари кун республикăри Халăх пултарулăхĕн çуртĕнче Раççейри Çемье çулталăкне тата Чăваш Енри Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа “Эскетен тĕррисем” ал ĕç пултарулăхĕн куравĕ иртрĕ.

Куравра - Эскетен ялĕнче çуралса ÿснĕ А.Н.Пояндаев ăстаçăн ĕçĕсем, Эскетен тĕрри-эрешĕ, Э.Сергеевпа Д.Яхват кăларнă “Эскетен тĕррисем” кĕнеке, Д.Яхватăн амăшĕн тĕррисем.

Асатте-асанне, атте-анне юрри-кĕвви, тĕрри-эрешĕ, йăли-йĕрки сисмесĕрех, куç умĕнчех ĕмĕрлĕхе кайса çухалать, ĕнерхи куна юлать. Çакна пурте лайăх ăнланатпăр, никам та çĕр çине ĕмĕрлĕхе килмен. Çавăнпа пĕрлех чун-чĕре илемне вăй паракан асамлăх тĕнчи те çухалса пырать. Çĕмĕрлесем çак пуянлăха кăшт та пулин çитес ĕмĕрсем валли упраса хăварас тĕллевпе пурăнни куравра уççăнах палăрчĕ.

А.Н.Пояндаев Эскетен ялĕнчен, халĕ Çĕмĕрлере пурăнать. Унăн ашшĕ те йывăçран тĕрлĕ савăт-сапа, хатĕр-хĕтĕр касса ăсталама маçтăр пулнă. Анатолий те ашшĕне кура мĕн ачаран йывăçран каскалама юратнă, кивĕ сăн ÿкерчĕксемпе йывăçран тунă савăт-сапа пуçтарнă, халăх тĕррипе, ал ĕçĕпе интересленнĕ.

- Ĕлĕк пирĕн енчи платниксем Сăр тăрăх карапсем туса çÿренĕ. Кайран пÿртсем эрешлесе хăпартма тытăннă, хăйсен ĕçĕсенче карап меслетне те сыхласа хăварнă. Халĕ те пирĕн енчи çуртсем çинче - Сăр эрешĕсем, - тет Анатолий Никонорович.

Куравра А.Пояндаев ăсталанă эрешлĕ чÿрече хашакĕсем, йывăçран касса тунă ытти хатĕр-хĕтĕр, вăл пухнă 19-мĕш ĕмĕрти тĕрĕллĕ çи-пуç пысăк вырăн йышăнаççĕ. Алăк тăррине çакмалли сыхçă та пур. Сăмах май, вăл Анатолий Никонорович килĕнче 25 çул çакăнса тăнă.

Анатолий Пояндаев лаша кÿлепиллĕ алтăр курка çинчи эрешсем мĕне пĕлтернине те ăнлантарса пачĕ. Курка çинче хĕвел тухăç та, хĕвел анăç та, тÿпери хĕвел те, шыв та, сухаланă çĕр те пур.

- Эрешлеме вăй-хал, чăтăмлăх, пултарулăх тата юрату кирлĕ. Анатолий Никонорович евĕррисем сахал. Çак куравра Эскетен тăрăхне кăтартнă май вăл мĕн пур чăвашăн пултарулăхĕпе паллаштарать. Чăваш тĕрри-эрешĕ мĕн авалтан кахалсене юратман. Эпир вĕсен йышне кĕместпĕр, пирĕн эрешĕ пин-пин. Пĕр-пĕрне пулăшса пырса, пĕрле чăмăртанса ĕçлесен тата вăйлăрах, пуянрах пулăпăр, - терĕ Çĕмĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ В.В.Мурашкин.

Эскетенсем кăçал çĕртмен 7-мĕшĕнче ял уявĕ йĕркеленĕ, вăл ытти çулринчен кăшт урăхларах иртнĕ, кашни йăх-несĕл хăйсен тăванĕсене пуçтарнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче репрессине лекнисене халалласа ял çыннисем хăйсен вăйĕпе Эскетенре палăк уçнă /авторĕ - А.Пояндаев/. Çак кунах шкулăн çуралнă кунне, 90 çул тултарнине, уявланă. Иртен пуçласа каçченех спорт мероприятийĕсем иртнĕ. Çурлан 2-мĕшне, Илен кунне, спорта халалланă, Етĕрнесемпе футболла вылянă.

Çурлан 19-мĕшĕнче, Пан улми сăпасĕнче, Шупашкара çитсе тĕрĕ-эреш куравĕ уçма мехел çитернĕ.

Куравра Э.Сергеев ăсчахпа Д.Яхват историк кăларнă “Эскетен тĕррисем” кĕнекепе туллин паллашма май пулчĕ. Ку кĕнекере авторсем Эскетен ялĕнче çуралса ÿснĕ Домна Михайловна Ефатеровăн, Дария Яхватăн амăшĕн, тĕррисемпе паллаштараççĕ. Вĕсенче Яхватти йăхĕн тата тури чăвашсен авалхи кун-çулĕ анлăн вуланать. Кĕнеке чăваш историйĕпе, тĕнĕпе, культурипе кăсăкланакансемшĕн усăллă пулассăн туйăнать. Дария Ефатеровна курава амăшĕ 20-мĕш ĕмĕрте тĕрленĕ çи-пуçа тăратнă. Эрнст Михайлович тĕрĕсене вулама пĕлнĕ май куравра эрешсен вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕ. Эрнст Сергеев авалхи чăваш историйĕпе тата ют чĕлхисемпе кăсăкланать. Чылай кĕнеке авторĕ.

Йывăç хăйĕн тымарĕпе вăйлă пулсан çын вара ваттисене, йăх-ратнине сума сунипе, хăйĕн халăхне, унăн аваллăхĕпе культурине, йăли-йĕркине пĕлнипе, юратнипе хăватлă. Çакă “Эскетен тĕррисем” куравра та уççăнах курăнчĕ. 

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика