За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » НИКАМ ТА АЙККИНЧЕ ЮЛАСШĂН МАР

22 августа 2008 г.

Кăнтăр Осетири йывăр лару-тăру Чăваш Республикин халăхне те кулянтарать. Çавăнпа ырă кăмăллă çынсем асăннă сăртлă-туллă пĕчĕк республикăна пулăшма васкаççĕ. Çак тĕллевпе республикăра тĕрлĕ акци ирттереççĕ: укçа-тенкĕ пухаççĕ, ыр кăмăллăх пулăшăвĕ тата юн пуçтараççĕ.

Акă, сăмахран, виçĕм кун Шупашкар хулин Калинин районĕн администрацийĕн тата социаллă реабилитаци центрĕн сотрудникĕсем вăрçа пула шар курнисем валли юн панă. Калинин районĕн Халăха социаллă пулăшу паракан центрĕнче кĕпе-тумтир, атă-пушмак, апат-çимĕç, ачасем валли вĕсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче парта хушшине ларччăр тесе канцеляри таварĕсем, теттесем пухаççĕ.

Республикăн Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлекенсем те айккинче юлмаççĕ. Милиционерсем хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине Кăнтăр Осетири гуманитари катастрофинче асап тÿснисене пулăшакан общество фондне куçарнă.

Чăваш Енри архив ĕçченĕсем те çак сăваплă ĕçе хутшăнаççĕ. “Чăваш Республикин паянхи историйĕн патшалăх архивĕ” ПУП ĕçченĕсем ятарлă пухура хăйсен пĕр кунхи ĕç укçине Çурçĕр Осети-Алани Республикин архив службин шучĕ çине куçарма йышăннă. Архив ĕçченĕсем кунашкал куççульлĕ лару-тăру тек нихăш республикăра та пулмасса шанаççĕ.

Канаш хула администрацийĕ тата “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти членĕсем чĕнсе каланине хулара пурăнакансем, предпринимательсем, предприятисемпе организацисем чĕре патне йышăннă. Çак кунсенче партин йышăну пÿлĕмне çынсем кĕпе-тумтир, атă-пушмак, апат-çимĕç илсе пынă. Çак ĕçе хула администрацийĕн сотрудникĕсемпе “Пĕрлĕхлĕ Раççей” парти членĕсем кăна мар, пенсионерсем те, уйрăм çемьесем те хутшăнаççĕ. Наталия Богданова предприниматель вара шкулта кирлĕ япаласем, гигиена хатĕрĕсем панă. Пĕр сăмахпа, кам мĕнпе пултарать - çавăнпа пулăшать. Акă, тĕслĕхрен, Канашра пурăнакан çирĕм улттăри Олег Белов 6 килограма яхăн канфет тата пĕр михĕ макарон панă. Альбина Петрова, Любовь Михайлова, Зоя Краснова предпринимательсем тĕрлĕ консерв, кĕрпе, макарон кÿрсе пынă. Кăшнаруйра пурăнакан Людмила Николаевна Данилова вара лавккаран 4 пин тенкĕлĕх кĕпе-тумтирпе атă-пушмак илсе пынă “Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин йышăну пÿлĕмне. Çавăн пекех çынсем Кăнтăр Осетире пурăнакансем валли вырăн таврашĕ те, ал шăллисемпе халатсем, тутлă шăршăллă супăньсем параççĕ. Çакна та палăртмалла: кĕпе-тумтирпе атă-пушмака çĕннисене кăна йышăнаççĕ. Хальлĕхе пухнă япаласен шутĕнче строительство материалĕ, сăрă, обой сахалрах-мĕн.

* * *

“Пĕрлĕхлĕ Раççей” партин Муркаш районĕнчи уйрăмĕ те Кăнтăр Осетире инкек тÿснисене пулăшма тĕв тунă. Партин кашни пуçламăш уйрăмĕнче япала пухаççĕ: кам укçа, кам апат-çимĕç сĕнет. Ара, инкекĕ пуриншĕн те пĕр, çавăнпа та йывăрлăха лекнисене пурин те пĕрле пулăшмалла.

Муркаш районĕнче пулăшу акцине ытларах хăй тĕллĕн ĕçлекен предпринимательсем хутшăннă. Икĕ сехет хушшинче вĕсем 300 яхăн çĕнĕ япала пухнă. Çав шутра - çитĕннисемпе ача-пăча валли кĕпе-тумтир, атă-пушмак, шкул хатĕрĕсем, куллен кирлĕ таварсем. Чи хастаррисен ячĕсене те асăнар: Е.Жестянкина, А.Филиппова, Э.Васильева, Н.Смирнова, Л.Григорьева, Г.Пономаренко, Г.Мазикова.

Муркаш больницин тĕп врачĕ В.Данилов вара Кăнтăр Осетири больницăсем валли медицина тумĕсен комплекчĕсене тата вырăн таврашĕ пухас ĕçе йĕркеленĕ.

* * *

Красноармейскисем те Кăнтăр Осетире пурăнакансем валли тумтир пухаççĕ. Ку ĕçе уйрăмах Алманчра пурăнакансем хастар хутшăнаççĕ. Çак кунсенче Красноармейски салинчи 15-мĕш аптекăра ĕçлекенсем инкек тÿснисем валли чи кирлĕ япаласем пуçтарма пуçланă. Мирлĕ вăхăтра халăх асапланнă чухне никам та айккинче юласшăн мар.

Çурла уйăхĕн 28-мĕшĕнче Красноармейскинчи тĕп больницăра вăрçăра аманнисене пулăшма ятарласа донор кунĕ ирттереççĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика