19 августа 2008 г.
ЫРĂ ĕçсен çÿпçине хăйне евĕрлĕ пуянлатаççĕ çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем. Служба тивĕçне пурнăçласа Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕр ялĕ çывăхĕнчи арçынсен Александр Невский ячĕллĕ мăнастирне васкаççĕ вĕсем. Вениамин игумен каланă тăрăх, строительство кунта çичĕ çул пырать. Йĕркелĕх хуралçисем пулăшма хатĕррине пĕлтерсен чиркÿ çыннисем савăннă.
- Вĕсен аллисем ырă ĕç тăваççĕ. Ырри патне сĕртĕнни вара чунĕсене те çутатма пулăшасса шансах тăратпăр. Чиркĕве пулăшни - пархатарлă ĕç, - хавхалантарать игумен.
Мăнастире милици ĕçченĕсем иккĕмĕш хут килеççĕ. Малтанхинче çурт вырăнне хатĕрленĕ, ку хутĕнче таса мар шыв пухăнма канализаци шăтăкне чаврĕç.
Источник: "Хыпар"