За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧУН ПУЯНЛĂХĔ - ЧИ ХАКЛИ

14 августа 2008 г.

Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Ырă ĕçсен çулталăкне ирттерес енĕпе йĕркеленĕ Канаш ларăвĕ иртни, унта Улатăр хула, Йĕпреç район администрацийĕсен пуçлăхĕсен пĕрремĕш çумĕсем Т.Ежова, В.Михалик, Вăрмар район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Г.Петрова ЧР Министрсен Кабинечĕн кăçалхи кăрлачăн 28-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинче 2008 çулта Ырă ĕçсен çулне” хатĕрленсе ирттермелли мероприятисен кăçалхи пĕрремĕш çурринчи планĕ çинчен йышăнăвне епле пурнăçланине пĕлтернĕ пирки хаçатра çырнăччĕ. Паянхи кăларăмра асăннă районсенчи ĕçсемпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.

Ырăлăха, илемлĕхе ăша хываççĕ

ЫРĂ ĕçсен çулталăкĕ Улатăр хулинче “Ырă пуçару” ыр кăмăллăх акцийĕпе уçăлнă: социаллă реабилитаци центрĕн воспитанникĕсем, сахал тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсем, интернат шкулта вĕренекенсем валли культура керменĕнче Çĕнĕ çул ячĕпе “Пĕчĕк чăрăш юмахĕ” кăтартнă тата “Волхвсен парни” ыр кăмăллăх елки çутнă.

Районти пуканесен халăх театрĕ Улатăрти ятарлă /коррекци/ интернат шкулне шефа илнĕ май унта театр кружокĕ йĕркеленĕ. Çакна пĕлтерме кăмăллă: çамрăк артистсем республикăри конкурса “Аленушкăпа Кощей” спектакльпе хутшăнса виççĕмĕш вырăна тухнă.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче классика кĕввин чи лайăх тĕсĕсене, ырăлăхпа илемлĕхе сарас енĕпе ачасен искусство шкулĕ пуçарулăх кăтартать. Раштав, мункун тата ытти уяв ячĕпе ыр кăмăллăх концерчĕсем, музыка фестивалĕсем ирттерчĕç унăн воспитанникĕсемпе преподавателĕсем, вырăна тухса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Тĕрĕссипе, классика произведенийĕсем чăннипех тыткăнларĕç. Куракансем те, кĕвĕ-çемĕ парнелекенсем те чунпа пуянланчĕç, ырăланчĕç.

Ака уйăхĕнче Улатăрсем çулленех “Çурхи ырăлăх эрнине” паллă тăваççĕ. Кăçал вăл “Ырă ĕçсемпе - тĕнче культурине” тĕллевпе иртрĕ. Акци вăхăтĕнче шкулта вĕренекенсем ача сачĕсене, тăлăхсене, сахал тупăшлă тата йышлă çемьесенче çитĕнекенсене, сусăрсене, çавăн пекех Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, аслă ăру çыннисене пулăшрĕç. Субботниксене, экологи мероприятийĕсене хутшăнчĕç, тавралăха тирпей-илем кĕртрĕç, кĕнеке, тетте пухрĕç.

Ачасемпе ватăсене хулари музейсене экскурсие тÿлевсĕр илсе каясси те йăлана кĕчĕ темелле.

Хулан официаллă сайтĕнче иртнĕ çулхи раштавра “2008 çул - Ырă ĕçсен çулталăкĕ” баннер уçнă. Унта “Аннеçĕм, туп мана” акци малалла тăсăлать. Ача çурчĕн тата коррекци интернат шкулĕн воспитанникĕсене тăван кил ăшши, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхне тупма пулăшас тесе хатĕрленĕ ăна.

Çак çулталăкăн тĕллевĕ чăннипех пархатарлă: уйрăм çыншăн ытларах тăрăшмалла, ыр кăмăллăха, меценатлăха аталантармалла, çамрăк ăрăва ырра тата ырăлăха вĕрентсе ÿстермелле. Çакă вăл ветерансене, инвалидсене, тăлăхсене хÿтĕленипе пĕрлех ытти граждансене те чунлăрах пулма хистĕ.

Ырă ĕç ывăнтармасть тенĕ ваттисем. Çавăнпах ĕнтĕ влаç органĕсем, бизнес тата общественноç социаллă çивĕч ыйтусене татса пама, йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене хÿтĕлеме пĕрлехи вăйпа кÿлĕнни ăнăçу кÿрет те.

Йышлă çемьесене пулăшаççĕ

ЫРĂ ĕçсен çулталăкĕнче Йĕпреç тăрăхĕнче тĕллевлĕ те пархатарлă мероприяти сахал мар ирттернĕ, вĕсем малалла тăсăлаççĕ. Йышлă çемьен ячĕ-сумне, пĕлтерĕшне обществăра çирĕплетессишĕн районта уйрăмах тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе çу уйăхĕн 12-17-мĕшĕсенче “Эпĕ тата манăн пысăк çемье” акци иртрĕ. Ял тăрăхĕсенче тата Йĕпреç поселокĕнче вĕсене пулăшма тумтир, тетте пухрĕç, йышлă çемьесенче çитĕнекенсен ÿкерчĕкĕсен куравне уçрĕç, тĕп больницăра ача-пăча сывлăхне тĕрĕслерĕç, тÿлевсĕр консультаци йĕркелерĕç.

Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекенсен ывăл-хĕрне, сусăр ачасене, ашшĕ-амăшĕнчен пĕринпе çеç çитĕнекенсене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтереççĕ. Кăçалхи çичĕ уйăхра пурлăх тĕлĕшĕнчен 31 çемьене 26 пин тенкĕлĕх, çавăн пекех Ирçе Çармăс ялĕнчи Сăваплă Троица чиркĕвĕн священникĕн Леонид аттен йышлă çемйине хваттере юсама пулăшнă.

Ырă туни ырăпа таврăннине яланах асра тытаççĕ Йĕпреçсем. Пархатарлă та сăваплă ĕçе влаç органĕсем, общество организацийĕсем кăна мар, бизнес çыннисем, ентешлĕх маттурĕсем те хастар хутшăнаççĕ.

Кĕнеке - пĕлÿ

çăл куçĕ кăна мар

ЫРĂ ĕçсен çулталăкĕнче пурнăçа кĕртекен тĕллевсен хушшинче çынсене кĕнеке вулаттарса чуна пуянрах тума май параканнисем те курăмлă. Тĕп библиотекăра “Хăвăн кун-çулна кĕнекепе хакла” куравпа паллашакан чăннипех йышлă пулчĕ.

«Çын усаллăхпа “чапа” тухма кулленех пултарать-мĕн, ырăпа савăнтарас шухăш сайра-хутра кăна пуçа пырса кĕрет. Апла тăк ырă тума май паракан саманта вĕçертмелле мар». Вырăс çыравçин А.С.Пушкинăн çак сăмахĕсемпе курав эпиграфĕ вырăнне усă курни унăн витĕмне çирĕплетет кăна. Сентресем çине çынсен хутшăнăвĕсен кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчи тĕрлĕ ене тата чун пуянлăхне уçса паракан вун-вун кĕнеке вырнаçтарнă - ан ÿркен, вула кăна, ырра вĕрен, ыттисене хавхалантар.

Тĕп больницăра вара япăх куракансен обществин членĕсем валли “Çĕнĕ кĕнеке кунĕ” иртрĕ - “Ырăлăх тĕнчене çăлать” ятпа тухнăскер пухăннисене чăннипех тыткăнларĕ.

Меценатлăхăн, парне кÿрессин ырă йăли-йĕрки ĕлĕкренпех пырать. Тĕп библиотекăра вăй хуракансем унпа паянхи кун пĕлсе те тĕллевлĕ усă кураççĕ. “Вулавăша кĕнеке парнеле”, “Парне кÿрекен кунĕ” акцисем вăхăтĕнче вулакансем кунта парнепе килеççĕ. Кăçал тĕп тата ача-пăча библиотекисем ыттисене савăнтарас терĕç. “Кĕнеке хăйĕн тусне шырать” акци пуçарса йышлă экземплярлă кăларăмсене, хаçат-журнала тĕп больницăна çитерсе пачĕç. Сывлăха çирĕплетекен пациентсем тата терапи уйрăмĕнчи сиплевçĕсем çакăншăн савăнчĕç, паллах, чĕререн тав турĕç. Епле-ха унсăрăн - вулав та сиплев-çке, чирлĕ çынна самайланма, ураланма хавхалантарать, вăй-хал парса тăрать.

“Кĕнекеллĕ çуркунне-2008” фестивальпе килĕшÿллĕн “Кашнинчен - пĕрер кĕнеке” каç та - Ырă ĕçсен çулталăкĕн тăсăмĕ.

“Ырăлăх эрни” çурхи акци Вăрмар тăрăхĕнче пуш уйăхĕн 19-27-мĕшĕсенче иртрĕ. Тĕп библиотека ĕçченĕсем халăха социаллă пулăшу паракан центр директорĕн çумĕпе Г.Черновăпа пĕрле Арапуçри ветерансен çуртĕнче хÿтлĕх тупнисене информаци сехетне пухрĕç, кĕнеке тĕнчин çĕнĕ хыпарĕсем пирки каласа пачĕç, аслă ăру çыннисен вун-вун ыйтăвне хуравларĕç, Н.Иванов сăвăç, композитор пултарулăхне халалланă “Чĕре юрри-сăвви” музыкăпа тематика композицине халăх умне кăларчĕç. Сăмах май, вулавăша пырса çÿреме пултарайман ватăсем вăл е ку литература произведенине библиотекарь урлă илме пултараççĕ.

“Ырăлăх çути ан сÿнтĕр нихăçан” ятпа иртрĕ ача-пăча кĕнекин эрни Вăрмар енче. “Кĕнекине уçсан хупас килмест” библиографи кунĕнче çамрăк ăру хальхи чăваш çыравçисен çĕнĕ хайлавĕсемпе, авторсен кун-çулĕпе тĕплĕн паллашрĕ.

“Библиотека - çемье” акцие сусăр ачаллă çемьесене йыхравланă. Вулавăшсем ачасене кĕнеке тĕнчине астарнипе çеç çырлахмаççĕ. Çамрăксене шефла пулăшăва йыхравлассине те чăннипех хаклаççĕ. Акă, сăмахран, Кавалти библиотекăна çÿрекенсем “Тимур командине” чăмăртаннă, халсăр тата пĕччен ватăсен, ветерансен, инвалидсен кун-çулне çăмăллатма хутшăнаççĕ. Чулкаçра вара ашшĕ-амăшне “Ачасене савăнăç парнелĕр” информаци сехетне пухнă, вĕсене канаш-сĕнÿпе, психологи тесчĕсемпе паллаштарнă.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика