09 августа 2008 г.
Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче Ырă ĕçсен çулталăкне ирттерес енĕпе йĕркеленĕ Канаш ларăвĕ иртрĕ.
Çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Правительство çурчĕн Пĕчĕк залĕнче Ырă ĕçсен çулталăкне ирттерес енĕпе йĕркеленĕ Канаш ларăвĕ иртрĕ. Ăна ЧР культура министрĕ Р.Лизаковаертсе пычĕ.
Кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйтупа - Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ çулленех йĕркелекен “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон пĕтĕмлетĕвĕпе унăн правленийĕн председателĕ Ю.Кислов паллаштарчĕ.
Асăннă фонд кăçал 20 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта вăл çул çитмен çĕр-çĕр çамрăка, вун-вун çемьене, ача-пăча учрежденине ырăлăх, хÿтлĕх парнеленĕ. Тĕрĕссипе, хăйĕн аталанăвĕнче те чылай улшăну пулчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем хыççăн çĕршыври Ача-пăча фончĕ пĕрлĕх тытăмне çухатрĕ, унăн уйрăмĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнма тытăнчĕç. Пирĕн республикăри асăннă организаци тĕрлĕ марафон йĕркелесе малтанхи тапхăрта кĕнеке, тетте, тумтир, апат-çимĕç тата ытти япала пухса /çĕршыв экономики йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ май йышлă та сахал тупăшлă çемьесенче шăпах вĕсем çитместчĕç/ нушана лекнисене валеçсе панă. Ултă-çичĕ çул каялла марафон пухмачĕ укçа-тенкĕпе те пуянланма тытăнчĕ. Çапла ача-пăчана пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшнипе пĕрлех ăс-хакăла пуянлатма, сывлăха çирĕплетме, пултарулăха аталантарма май туса пама пултарнă, интернат учрежденийĕсен никĕсне тĕреклетнĕ.
2007 çултанпа ыр кăмăллăх марафонне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен комитетăн çум председателĕсем пулма Чăваш Республикин Президентне Н.Федорова тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председательне К.Косачева шаннă хыççăн акцие хутшăнакансем палăрмаллах йышланнă, пухмач татах пысăкланнă. Пĕлтĕр сăваплăх марафонне 5 миллион тенкĕ хывнă тăк, кăçал - 6, 658 миллион.
Юрий Михайлович пĕлтернĕ тăрăх Перекет банкĕн 8613-мĕш Чăваш уйрăмĕпе район-хулари пайĕсем пухмача - 601956, ЧР ШĔМĕн ĕçченĕсем - 517106, “Чăвашторгтехника” АУО - 110000, халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби - 83908, Чăвашкредитпромбанк - 74295, Наци банкĕ - 64000, “2-мĕш çăкăр завочĕ” АУО - 60000, “Отделфинстрой” АУО 55000 тенкĕпе пуянлатнă. ЧР Президент Администрацийĕнче вăй хуракансем акцие яланхи пекех пуçаруллă хутшăнса 125880, министерство-ведомствăсем 322108 тенкĕ хывнă. Медицина учрежденийĕсен коллективĕсем хăйсен шалăвĕнчен - 584672, вĕрентÿ учрежденийĕсен ĕçченĕсем 198604 тенкĕ куçарнă, ЧР Патшалăх Канашĕ 26100 тенкĕ уйăрнă.
Фонд уйрăмĕн ертÿçи ыр кăмăллăх ĕçне хастар хутшăннисене тав турĕ. Раççей Тĕп банкĕн республикăри Наци банкĕн председательне А.Ухова тата Шупашкарти “Отделфинстрой” АУО генеральнăй директорне А.Черкунова “Ачалăх меценачĕ” хисеп медалĕпе чысланине палăртма кăмăллă.
Марафонта пухнă укçана тĕллевлĕ валеçнĕ ĕнтĕ. Унăн пысăк пайĕ “Ача-пăчан церебраль параличĕ”, “Ача-пăча диабечĕ”, “Васкавлă социаллă пулăшу”, “Онкогематологи”, “Ăшă çурт” тата ытти программăна пурнăçлама каять, ача-пăчана сиплекен учрежденисен никĕсне тĕреклетме хывăнать.
Юрий Михайлович республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем ыр кăмăллăх марафонĕ пирки халăха хыпарласа тăма пуçаруллă хутшăннине уйрăммăн палăртрĕ. Акцие укçа куçарма ыйтса фонд уйрăмĕ нихăш организацие те çыру яман иккен. Сăваплă ĕçе хутшăнакансем пухмача хăйсен чунĕ хушнипе пуянлатнă.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2007 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнчи “Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен” 110-мĕш Указне пурнăçласа общество организацийĕсем туса ирттерекен мероприятисемпе ЧР Президент Администрацийĕн пай пуçлăхĕ А.Сафронов паллаштарчĕ.
Вĕсен ĕçĕ чăннипех курăмлă. Çав вăхăтрах, Р.Лизакова министр асăрхаттарнă тăрăх, масарсене тирпей-илем кĕртес енĕпе те çаврăнăçуллăрах пулмалла. Хальлĕхе хăш-пĕр çĕрте йĕркесĕрлĕх куçа тÿрех тирĕнет. Ку ĕçе çимĕкре кăна мар, çулталăкĕпех йĕркелесе тăмалла.
ЧР Вĕрентÿ министерстви ирттерекен “Ырă тума васкăр” конкурс-марафон мероприятийĕсене пурнăçлама ачасемпе çамрăксен общество организацийĕсем хастар хутшăннине палăртрĕ асăннă министерство ĕçченĕ Б.Кузьмин. Марафон операторĕсем хыпарланă тăрăх, Улатăр районĕнче, тĕслĕхрен, 100 пин çын валли 28 пин ырă ĕç тунă. Республикăри çамрăксен ирĕклĕ пĕрлешĕвĕ хăйĕн www molgorod. info порталĕнче страница вырнаçтарнă, “Çамрăксен хаçатĕнче” ятарлă рубрикăсем уçнă. Sms-акцисем ирттересси йăлана кĕнĕ.
“Раççей студенчĕсен отрячĕсем” юхăмăн регион уйрăмĕ /вăл 30 отряда пĕрлештерет/ Ырă ĕçсен çулталăкĕн пĕрремĕш çурринче хÿтлĕхсĕррисене пулăшас тĕллевпе социаллă пурнăç, ĕç тата экологи енĕпе 50 пуçару тунă. Шупашкарти социаллă реабилитаци центрĕсенчи 60 воспитанник валли çапла майпа “Культура ырра вĕрентет” акци йĕркеленĕ. Педагогика отрячĕсем коррекци шкулĕсене, социаллă центрсене кайса тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ.
М.Юхма Ырă ĕçсен çулталăкне çыравçăсем хывнă тÿпе пирки тĕплĕн хыпарларĕ. Ял çынни тăван чĕлхепе вуласшăн. Апла тăк вырăнти вулавăшсене чăваш авторĕсен хайлавĕсене парнелесен чăннипех сăваплă. Михаил Николаевич шухăшĕпе, талантлă ачасене хавхалантарас ыйту та хальхи вăхăтра пĕлтерĕшлĕ.
Ырă йăла пур чăваш халăхĕн - пĕрлехи вăйпа нимене пухăнса пысăк ĕçе пурнăçлать вăл. Чăваш халăхĕн маттур ывăл-хĕрĕнчен хăшĕ-пĕри, çак сăваплă ăнтăлупа хĕмленсех-тĕр, хăй çуралса ÿснĕ тăрăхри вулавăшсене хаçат-журнал çырăнса парать. Ырă ĕçсен çулталăкне ирттерес енĕпе йĕркеленĕ Канаш членĕсем те, тен, çавсен тĕслĕхĕпе хавхаланса ентешĕсене савăнтарма кăмăл тăвĕç? Чăннипех пархатарлă пулĕччĕ вара.
Канаш ларăвĕнче Улатăр хула, Йĕпреç район администрацийĕсен пуçлăхĕсен пĕрремĕш çумĕсем Т.Ежова, В.Михалик, Вăрмар район администрацийĕн пай пуçлăхĕ Г.Петрова ЧР Министрсен Кабинечĕн 2008 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнчи “Чăваш Республикинче 2008 çулта Ырă ĕçсен çулне хатĕрленсе ирттермелли мероприятисен 2008 çулхи пĕрремĕш çурринчи планĕ çинчен” йышăнăвне пурнăçлани пирки пĕлтерчĕç, чăрмавсем çинче чарăнса тăчĕç.
Канашăн черетлĕ ларăвĕ кăçалхи тăваттăмĕш кварталта пухăнать.
Хаклă вулаканăм, Ырă ĕçсен çулталăкне хутшăнатăн-и эсĕ, хÿтлĕхсĕрсене мĕнпе пулăшма пултаратăн? Сăвап туни сăваппах таврăннине ан ман.
Источник: "Хыпар"