23 июля 2008 г.
Кристина пÿлĕмĕнче пухăнни те ахальтен мар. Сасă лайăхрах янăрать кунта”.
Владимир Михайлович Александров Пиккикассинче çуралса ÿснĕ. Малтанласа Пăсăрман шкулĕнче ăс пухнă. Кĕвĕ-çемĕ еннелле чунĕ туртнине кура Турă панă пултарулăха аталантарас тĕллевпе тăваттăмĕш класс хыççăн Муркашри музыка шкулне çÿреме тытăннă, пĕтĕмĕшле пĕлÿ илме те саланах кайнă. Меркурий Ягунов, Елена Сорокина вĕрентекенсем пулăшнипе баян калама хăнăхса çитнĕ. Сакăр класс хыççăн малтан Атапай клубĕнче, каярахпа район центрĕнчи культура çуртĕнче хормейстерта ĕçленĕ. Ятарлă шкулта илнĕ пĕлÿ çителĕксĕр пулнине каярахпа чунпа туйса илнĕ - Шупашкара, Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищине çул тытнă. 1981 çулта ăна ăнăçлă пĕтернĕ хыççăн тăван тăрăхах таврăннă. Халĕ Орининри хорпа ташă ушкăнне çирĕм çул ăнăçлă ертсе пырать.
“Шур акăш” Владимир Михайловичăн чунне чăннипех тыткăнланинчен тĕлĕнмелли çук тейĕпĕр. Мăшăрĕ Фаина Петровна тата ывăлĕ Николай та пултарулăх ушкăнне юратсах хутшăнаççĕ вĕт. Виççĕшĕ сцена çине тухсан вĕсен юрри-кĕвви кашнинех тыткăнлать, кулленхи пăтăрмаха манăçтарса çутă малашлăха йыхравлать.
“Хора - 25, ташă ушкăнне 16 çын çÿрет, - тет ертÿçĕ. - Юрлакансен йышĕнче хамăр тăрăхри сакăр вĕрентекен пулни савăнтарать. Чылайăшĕ çирĕм çул каяллахи пекех паян та “Шур акăш” концерчĕсене хастар хутшăнать, ентешсене пултарулăхпа савăнтарать”.
Оринин артисчĕсем Муркаш тăрăхĕнче кăна мар, республикăри чылай район-хулара концерт кăтартнă. Тулаш чăвашĕсем те яланах хапăлласа кĕтсе илеççĕ. “Шур акăш” маттурĕсем Пушкăрт, Тюмень, Самар тăрăхĕсене çитсе килнĕ. 1994 çулта Мускаври концерт залĕсенчен пĕринче Аграрисен союзĕн съездне пухăннисене хăйсен икĕ номерĕпе савăнтарма тивĕç пулнă. Вĕсем хыççăн вара Валентина Толкунова юрланă...
Владимир Михайлович шухăшĕпе Орининсем тулашри йăхташсем патне пуçтарăнма халь тесен халь хатĕр. Çула тухма пулать паллах, анчах нухрат тупма кансĕртерех. Спонсор шыраса хăшкăлма тивет.
Ар пурнăçĕ
арăмран килет
Александровсем юрă-ташăра питĕ ăста. Çав вăхăтрах вĕсем - пурнăçăн чăн-чăн хуçисем те. Кĕвĕ-çемĕн илемлĕ тĕнчипе киленнĕ вăхăтрах çирĕп хуçалăх тытса тăраççĕ. Килĕ-çуртĕнче - тирпей те хăтлăх, картиш тулли - выльăх-чĕрлĕх. Икшер ĕнепе вăкăр усраççĕ вĕсем, пĕр гектар çĕр çинче выльăх апачлĕх культура, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. “Епле ĕлкĕретĕр тесе тĕлĕнет хăшĕ-пĕри, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ. - Пурне те хамăрах, виççĕн, пурнăçлатпăр. Халĕ, авă, Кристина ĕç çумне çыпçăнма пуçларĕ-ха”.
Хуçалăхра мотоблок пурри пулăшать. Ăна арçынсем итлеттерме пăхатчĕç ку таранччен. Кăçал вара ашшĕ тăххăрти хĕрне те унăн рулĕ умне лартса пăхрĕ: вĕрентĕр, хăнăхтăр терĕ. Паллах, хăй асăрхаса-пăхса тăчĕ ĕнтĕ.
Ар пурнăçĕ арăмран килет тесе ахальтен каламан ваттисем. Владимир Михайловичăн ку енĕпе чăннипех ăннă. Пулас мăшăрĕпе - Çеменкасси хĕрĕпе - Атапай клубĕнче ĕçленĕ çулсенчех паллашнă вĕсем. Туслăх каярахпа юратăва куçнă. Студент çулĕсенче çемье çавăрнă. Фаина Петровна, педагогика институчĕн физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер, йĕппи хыççăн çиппи тенĕ евĕр мăшăрĕ культура анлăхĕнче такăрланă сукмакпа ун хыççăн кайса малтанхи вăхăтра хăйĕн специальноçĕпе вырăн тупайман, пуçламăш класс ачисене вĕрентме тытăннă. Вăхăтлăх тени яланлăха килсе тухнă: чунĕпе килĕштерсе пăрахнă вăл шăпăрлансене, вĕсемшĕн пĕлÿ тĕнчин алăкне уçасси пĕлтерĕшлĕ пулса тăнă. Ачасем сахалланса пыни пирки сăмах тапратсан Фаина Петровна кăмăлсăрланчĕ. Кăçал вăл вĕрентнĕ пĕрремĕш класра 8-ăн кăна пулнă. Çитес çулсенче ача ытларах çураласса шанать учительница. Çĕршыв ертÿçисем демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе тытса пыракан политикăна чĕререн ырлать.
“Атте, тăхта-ха, ĕне суса
пĕтерем...”
Маларах Александровсен ачисем пирки асăнтăм та-ха. Анчах ывăлĕ кăна тăван тĕпренчĕк. Аслă хĕрĕ сакăр уйăхра пурнăçран уйрăлнă. Коля ÿссе çитĕннĕ май, хăйсене Турă тек ача пÿрменрен, виçĕ-тăватă çул каяллах тăлăха - хĕр пĕрчине усрава илесси пирки пĕрре кăна мар сăмах пуçарнă упăшкипе арăмĕ. Пĕлтĕр вара телевизор умне ларнă арçын “Анне, шыраса туп мана” кăларăма интересленсе пăхнă хыççăн кил-йышпа тепĕр хут канашланă та кирлĕ хутсене йĕркелеме пикеннĕ. Çапла иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче - Пукрав кунĕнче йыш хушăннă, Александровсен туслă çемйинче сакăр çулти Кристина тăван кил ăшшине, ашшĕ-амăшĕн, пиччĕшĕн юратăвне тупнă.
“Тепĕр икĕ кунранах шкула ятăмăр ăна. Пĕрле вĕренекенсем пулăшрĕç, каярахпа хăйĕнчен çирĕпрех ыйтма пуçларĕç, - тет Фаина Петровна. - Хăюсăр хĕрача мар та - кĕске хушăрах хăнăхса çитрĕ. Пире те атте, анне тесе чĕнет.
“Кристина сăнĕпе те Фаина Петровна пек çутă та таса, вĕсен ачи мар тесе калас та çук”, - çирĕплетет районти социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ Н.Петрова, - Александровсем ăна тĕрĕс воспитани парса çитĕнтереççех. Çапла тума май çителĕклех: чун-чĕре пуянлăхĕ, ырăлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, ăш пилĕхĕ иксĕлми вĕсен, ял-йыш хисеплет вĕсене”.
“Кристинăна малтанлăха тесе пĕр эрнелĕхе парса ячĕç. Илсе килтĕмĕр те - каялла каясси пирки сăмах та пулмарĕ. Вăхăт иртнĕ май хамăр ача пулса тăчĕ. Вăл пирĕншĕн чи çывăх та хаклă тĕпренчĕк, Коля пекех эппин”, - пытармасть Владимир Михайлович. - Атте, эсĕ ан тух-ха, ĕне сăваймастăп капла”, - тет. Икĕ ĕнерен пĕрне арăм сăвать, теприне - ывăлпа иксĕмĕр черетленсе. Коля вăхăтра çитейменнипе хĕрĕм ларас тенĕ сĕт витри умне. Амăшĕ ĕçе вĕçленĕ тĕле вăл савăта çурри таран тултарнă та. Хăнăхать майĕпен”.
Ашшĕ çав самантрах мухтанса илчĕ: хĕрĕ Фаина Петровна пекех апат-çимĕç хатĕрлеме ăста. “Атте, чей ĕçетĕн-и? - тесе кун каçиччен пĕрре мар калать-мĕн. Пахча çимĕç салачĕ тăвас енĕпе ăна çитекенни çемьере çук иккен. Ташлама юратать тата Кристина, шашка кружокне çÿрет. Компьютера итлеттерме вĕренсе çитнĕ. Çак вăрттăнлăха арçын савăнса пĕлтерчĕ. Пĕчĕкскерĕн ÿсĕмĕсемпе вăл мăнаçланнине пытараймарĕ. Ара, Кристина çитĕнĕвĕсенче унăн тÿпи те пур вĕт.
Кристина ют ача мар кунта. Ашшĕпе пĕрле хаваспах шыва кĕме çÿрет. Малтан тĕлĕненçи пулнă пускилсем те хăнăхса çитрĕç, апла-капла ыйтса пуçа минретмеççĕ.
Хĕрача ялта çуралнă пулин те пĕчĕклех тăлăхсен çуртне лекнипе сакăр çулччен хулара çитĕннĕ, çавна май чăвашла пĕлмест. Çапах тăван чĕлхепе калаçма вĕренессишĕн ăнтăлать. Тантăшĕсем, ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе паллах. Килĕшет ăна кунти пурнăç. Фаина Петровнăран пĕр шит те уйрăлмасть вĕт, çавăтăнсах çÿрет, амăшĕнчен ĕçлеме хăнăхать. Ачан чун ăшшине Марта /ку ĕнтĕ Кристина сăвакан ĕне/ та туять пулинех, шăна-пăван тапăнса канăçсăрлантарсан та тăпах тăрать - пĕчĕкскерĕн кăмăлне пăсас темест ахăр.
Кăшт пушă вăхăт тупăнсанах хĕрача алла кĕнеке тытать. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче амăшĕ пулăшнипе математикăпа палăрмаллах çитĕнÿ турĕ, халĕ вара вырăс тата чăваш чĕлхисемпе пĕлĕве тарăнлатмалла унăн. Тĕллевĕ пысăк кăçал тăхăр çул тултарнă Кристинăн - амăшĕ пекех вĕрентекен пуласшăн вăл, Фаина Петровна калашле, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче кăна мар, пурнăç тăршшĕпех çынсене ырă ĕçпе савăнтарасшăн, чунĕпе пуянланасшăн.