За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВУЛАВĂША ВАСКАÇÇĔ ВАТĂСЕМ

25 ноября 2008 г.

Районти ял тăрăхĕсен хушшинчи тĕп библиотека ертÿçи Светлана Александровна Никитина пĕлтернĕ тăрăх, Ырă ĕçсен çулталăкне ку тăрăхри вулавăшсем те пуçаруллă хутшăнаççĕ. Аслă ăру çыннисене чунпа тĕрекленме пулăшас, канăвне йĕркелес, культура пуянлăхĕсемпе, информаци ресурсĕсемпе паллашма майсем туса парас тĕллевпе салари библиотекăра вун пилĕк çул каяллах “Тимлĕх” клуб чăмăртаннă. Çакăн пек пĕрлешÿсене ялсенчи тĕслĕх вулавăшсенче те туса хунă. Вĕсем пурте пархатарлă пĕр ĕçех тăваççĕ, ячĕсемпе кăна уйрăлса тăраççĕ.

Лар, тантăшăм, чуна уçса калаçар...

ЫРĂ ĕçсен çулталăкне библиотекăсем хывнă тÿпене хаклас, хастаррисене хавхалантарас тĕллевпе вĕсен хушшинче кăçал смотр-конкурс ирттерчĕç. Халĕ ăна пĕтĕмлетнĕ ĕнтĕ. Çивĕч тупăшура Супарсем çĕнтерчĕç. Еншик Чуллăсемпе Уписем иккĕмĕш тата виççĕмĕш пулчĕç. Конкурса асăннă ялсенчи вулавăшсем чăннипех пуян материал тăратрĕç. Ара, вĕсен ĕçĕ чăннипех курăмлă вĕт. Супарта, сăмахран, пенсионерсем “Тимлĕх” клуба хаваспах çÿреççĕ. Ăна библиотека заведующийĕ Людмила Федорова ертсе пырать.

Кунта ватă çынсен кăмăлне çĕклекен тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Тематика занятийĕсем те интереслĕ - кану каçĕсем, уяв тĕл пулăвĕсем, калаçусем, консультацисем. Вĕсем пурте килти пек иртеççĕ. Сĕтел çинче сăмаварпа кукăль-икерчĕ кăна пултăр - çынсем кунта чунпа канма, пĕр-пĕринпе курса калаçма пуçтарăнаççĕ. Юрлаççĕ, шÿтлеççĕ ватăсем - кулленхи йывăрлăх, чир-чĕр те манăçать лăпкă лару-тăрура. “Библиотека - пирĕн чуна ăшăтакан вырăн, шанăç парать, хавхалантарать. Кунти тасалăх, хăтлăх канăç кÿрет, ватлăх çинчен мантарать”, - теççĕ “Тимлĕх” клуба çÿрекенсем. Сăмах май, ку тăрăхри 3 ялта клуб çуккипе халăх вулавăша ытларах туртăнать. Кĕнеке фончĕ пуянни те илĕртет вĕсене. Библиотекăн яланхи вулаканĕсен йышĕ 500 çынран иртет. Тухса çÿреймен инвалидсем, ватăсем патне кĕнекене киле пырса параççĕ кунта тăрăшакансем.

Упири тĕслĕх библиотека вара “Сурпан” фольклор клубĕн ĕç-хĕлĕпе тивĕçлипе мухтанма пултарать.

“Тимлĕх” - тапса тăракан çăл куç

ТĔП библиотека çумĕнче йĕркеленнĕ “Тимлĕх” клуба ытларах район центрĕнче пурăнакансем çÿреççĕ. Библиотекарьсем тăрăшнипе хисеплĕ ватăсем пушă вăхăта интереслĕ ирттереççĕ, хăйсем те пуçарулăх кăтартаççĕ.

Вулав залĕнче виççĕмĕш çул ĕнтĕ пенси ыйтăвĕсене уçăмлатма май паракан консультаци пункчĕ ĕçлет. Нумаях пулмасть хăнара пенси службин специалисчĕ Галина Шестакова пулчĕ. Вăл пухăннисене çĕнĕ саккунсемпе паллаштарчĕ. Ятарласа йĕркеленĕ “Пенси фончĕ пĕлтерет” стенда пуянлатсах тăраççĕ. Унта та аслă ăру çыннисемшĕн çĕнни нумай.

Социаллă пулăшу пайĕнче вăй хуракансем те “Тимлĕх” клуба çÿрекенсемпе тăтăшах тĕл пулаççĕ.

Аслă ăру çыннисем валли клубсем йĕркелемеллех тесе шухăшлать Светлана Никитина. Çакăн сăлтавне те уçса пачĕ вăл: ялсенче пурăнакансенчен ытларахăшĕ - ватăсем. Вĕсем общество пурнăçне хутшăнманнипе кичемлĕхре тĕмсĕлеççĕ. Çавăнпа тĕрлĕ тĕл-пулăва хаваспах хутшăнаççĕ. Хăйсен ÿсĕмĕнчи çынсемпе хутшăнса канăçлăх тупаççĕ. “Тимлĕх” клуба çÿрекенсем Шупашкарти театрсенче те час-часах пулаççĕ, çĕнĕ спектакль курса савăнаççĕ. Ку çеç-и? Ватăсем çамрăксене хавхалантарма та пĕлеççĕ. Акă тĕп библиотекăра Валентина Антонова учитель-ветеран пуçарнипе чечек ÿстерме юратакансен кружокĕ ĕçлеме тытăнчĕ. Унта тивĕçлĕ канăва тухни те, вăй питти те хутшăнать. Юлашки çулсенче ял сăн-сăпачĕ хитреленсе пырать-çке, урамсене, пÿрт умĕнчи пĕчĕк пахчана чечексемпе капăрлатасси ырă йăла пулса тăчĕ. Вĕсене еплерех ÿстермелле, мĕнле пăхмалла, хăш сортсем юрăхлă? - çакнашкал вун-вун ыйту хуравне шыраççĕ илемшĕн хыпса çунакан хĕрарăмсем.

“Çын çынсăр пурăнаймасть. Пĕр-пĕринпе хутшăнни ватăсемшĕн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, - тет Светлана Александровна. - Кĕнеке, хаçат-журнал вулаççĕ вĕсем кунта. Юлашки вăхăтра пичет кăларăмĕсене кирлĕ чухлех туянатпăр. Вырăнти бюджет укçа-тенкĕ çителĕклех уйăрса парать. Вулакансем валли «Хыпарпа» унăн кăларăмĕсене илсе тăратпăр, вĕсене çитес çулхи пĕрремĕш çур çул валли те çырăнтăмăр.

Ветерансене компьютерпа ĕçлеме иртнĕ çулах вĕрентме тытăннă эпир. Сакăр çын пĕлÿ илнин свидетельствине тивĕçрĕ. Кăçал унта çÿрес текенсем татах та пур. Вĕсене те библиотека ĕçченĕсем хаваспах пулăшаççĕ. Ватăсен пушă вăхăтне усăллă йĕркелеме условисем çителĕклех. Радиоаппаратура, техника хатĕрĕсем туяннă. Ялсенчи тĕслĕх библиотекăсем уçма, вĕсен пурлăх никĕсне тĕреклетме хутшăннăшăн республика Президентне Николай Федорова чĕререн тав тăватпăр”.

Ырă ĕçсен çулталăкне библиотекарьсем хăйсем те тÿпе хываççĕ. Районти ветерансен çурчĕсенче пурăнакансем валли кĕпе-тумтир пухаççĕ, вĕсене кĕнекесемпе тивĕçтерсе тăраççĕ. Сахал тупăшлă, йышлă çемьесене те хÿтĕлеççĕ. Тĕслĕхрен, 5 ачаллă пĕр çемьене шефа илнĕ вĕсем. Кил хуçи - инвалид, арăмĕн шалăвĕ пысăк мар. Аслă хĕрĕ 4-мĕш класа çÿрет. Библиотекарьсем ку çемьене тăтăшах пыраççĕ, япалапа пулăшаççĕ, ачасемшĕн вулав тĕнчин алăкне уçаççĕ. Кĕнекепе туслă пулсан ăс-хакăл пуянланать, чун илемленет. Илеме туякан çамрăк пурнăç çулне тупатех.

В.ИЛЬИНА

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика